Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Округ пурнăçĕ

Округ пурнăçĕ

Саккун проектне сỹтсе явнă

Муниципалитет округĕнче йĕркеленнĕ общество палатин членĕсем патшалăх ветеринари станцийĕн округри ертỹçи Денис Баймушкин хутшăннипе «Хуçасăр чĕр чунсен тĕлĕшĕнчи яваплăх çинчен» саккун проектне сỹтсе явнă.

Федераци шайĕнчи çак саккун проектĕнче хуçисем çук чĕр чунсен тĕлĕшпе йышăнакан хушма мерăсене патшалăх власть органĕсем хутшăннипе йышăнма, татса пама пултарнине уçăмлăнах палăртса çырнă.

Сасăлама ан ỹркен

«Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» федераци проекчĕн «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 2024 çулта тирпей-илем кỹмелли объектсене суйласа илесси онлайн-сасăлав майăн 31-мĕшĕччен тăсăлать.

Аса илтеретпĕр, пирĕн округра ун пеккисем иккĕ: Елчĕкри Привокзальная урамри территори тата Аслă Елчĕк ялĕнчи тĕп лапам çывăхĕнчи сквер.

Хăтлăх кĕртмелли çак объектсемшĕн Раççей Строительство министерстви йĕркеленĕ онлайн-платформа za.gorodsreda.ru урлă палăртма май пур. Сасăлава 14 çул тултарнисем тата унран аслăраххисем хутшăнма пултараççĕ.

Рейд ирттернĕ

Муниципалитет округĕнчи «Единая Россия» парти членĕсем, парти майлă тăрăшакансем федераци пĕлтерĕшлĕ «Хула хутлăхĕ» проектпа килĕшỹллĕн 2021-2022 çулсенче Елчĕкри Мир урамĕнче туса ирттернĕ ĕçсене хак панă.

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ, «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Леонард Левый, унпа пĕрле Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ тата «Хула хутлăхĕ» парти проекчĕн Чăваш Республикинчи координаторĕ Валерий Антонов тата ытти яваплă çынсем вырăнта пулса курнă. Проектра йышăннă пур ĕçе те туллин, пахалăхлă пурнăçланине палăртнă.

Çăлкуçа тасатнă

Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче С.Перепелкин староста ертсе пынипе çăлкуçа тасатас тата ун таврашне тирпей-илем кĕртессипе тимлеççĕ.

Хальхи вăхăтра, тĕпрен илсен, пысăк ĕçсене вĕçленĕ ĕнтĕ. Яваплă ĕçе пурнăçлама О.Мисяков уйрăм предприниматель хăй çине илнĕ. Контракт хакĕ 1 444 735,00 тенкĕпе танлашать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code